Тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут-кӑварӗ,
Ҫут тӗнче ҫӳралчӗ, иртрӗ авалхи.
Тӗттӗмӗ тӗп пулчӗ, мӑшкӑл иртсе кайрӗ –
Тин ирӗке тухрӑн, тӗп чӑваш чӗлхи!
Миҫе ӗмӗр витӗр асаппа тухмарӑн,
Миҫӗ ҫичӗ ютӑн мӑшкӑлӗ пулса…
Ҫапах паттӑр юлтӑн, вӑйна ҫухатмарӑн,
Халь те пулиен ҫивӗч, кӑвартан таса.
Йывӑр асапран та, тимӗр сӑнчӑртан та
Эсӗ парӑнмасӑр хӑтӑлтӑн пулсан, –
Пулас пурнӑҫра та ҫивӗчпе хӑватлӑх
Ют чӗлхесенчен кая пулме сан.
Кӑмӑллӑ ҫӗршывӑн кӑмӑллӑ чӗлхиҫӗм!
Иртнӗ хурлӑхушӑн ҫитӗ ырлӑху:
Хӗрлӗ хӗрнӗ хурҫӑ, ҫунтаракан ҫиҫӗм,
Вӗри вутлӑ ҫулӑм эсӗ пулӑн ху.
Аслӑ Атӑл урлӑ, Атӑл шывӗ майӗ,
Вӑрман витӗр кайӗ мухтавлӑ яту;
Кӗсле кӗвви саслӑ янраттарса кайӗ,
Уйӑхӑн-хӗвелӗн ҫунӗ хӑвату.
Атӑл хумӗсенӗн шавланисене те,
Хӑвна та ӳстернӗ ват Шупашкара,
Ирӗклӗ ҫӗршывӑн ырӑ ирӗкне те
Юра хывса мухтӑн асӑнса вара.
Сана шанаканӗ, ҫакна ҫыраканӗ
Ҫӗр айӗнче выртӗ тӑлӑххӑн ун чух,
Хӑй ҫийӗнчи ҫӗрӗ ӑна пусса анӗ,
Сан чапна курмасшкӑн тӑма пулас ҫук.
Ун ҫинче чӑвашӑн чӗлхи чапӗ пулӗ,
Тӑпри ҫинче янрӗ ирӗклӗх юрри, –
Вара вильнӗскере канлӗ-канлӗ выртӗ,
Канлӗ, ҫӑмӑл пулӗ ҫийӗнчи тӑпри.